Гюго каланӑ тӑрӑх, халӑхсене вӗсен литературипе виҫеҫҫӗ. «Ҫыравҫӑсемпе сӑвӑҫсем — этем чунӗн тӗп конструкторӗсем», — тесе вӗрентетчӗҫ пире педагогсем. Вӗсем саспалли вӗренме пуҫланӑ ачан ӑс-тӑн тӗнчине пӗчӗкрен никӗслеҫҫӗ, ҫитӗнекенсен чунӗсенче чи кӑткӑс конструкци хӑпартаҫҫӗ — ӑс-тӑн конструкцине. Ҫавӑнпа та ҫыравҫӑн пултарулӑхӗнчен питӗ нумай килет.
Авӑнӑн 17-мӗшӗнче Алексеевски районӗнчи Чӑваш Майнинче вырӑнти сӑвӑ ҫыракансене чысларӗҫ. Нарӑс уйӑхӗнче Юхма Мишши ертсе пыракан ЧР Писательсен союзӗн членӗсен ретне тӑнӑ Лидия Угахинӑпа Михаил Константинов тӗрлӗрен обществӑлла премисем илме тивӗҫрӗҫ.
Чыслава Юхма Мишши, Лидия Угахина, Михаил Константинов, шкул ачисем тата ыттисем хутшӑнчӗҫ. ТР ЧНКА Канашӗн председателӗ Константин Яковлев ҫыравҫӑсене чечек ҫыххисем парса саламларӗ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Николай Чурин Юхма Мишшине Алексеевски районӗ ҫинчен тухнӑ кӗнекен пӗрремӗш экземплярне парнелерӗ.
Иртнӗ шӑматкун, ҫурлан 20-мӗшӗнче, Лениногорск хулинче тӗлӗнмелле хитре уяв иртрӗ. Лениногорск тӑвӗсем тӑрӑх купӑс сасси ян! кайрӗ. Кунта Тутарстан Республикинчи Кама леш енчи чӑвашсем, купӑсҫӑсем пуҫтарӑннӑ. Тӗрлӗ районтан килнӗ ӑстасем. Питӗ нумай ҫын Нурлат ҫӗрӗ ҫинчен, Аксу районӗнчен килсе ҫитнӗ. Павлӑсем те маххӑ памарӗҫ. Кӳршӗ тӑрӑхран, Самар облаҫӗнчен, купӑсҫисемпе ансамблӗсем те хаваспах хутшӑнчӗҫ мероприятие. Уявӗ вара — Чулман Атӑл леш енчи чӑвашсен «Выля, хут купӑс!» II фестивалӗ.
Лениногорск хулин Культура керменӗ умӗнче ҫак кун питӗ шавлӑ пулчӗ. Купӑсҫӑсем кермен умӗнче пуҫтарӑнса пурте пӗр харӑс купӑс каласа паркпа аллея тӑрӑх «Нефть» фонтан патнелле утрӗҫ. Фестивале Лениногорск хулин «Шурӑ хурӑн» фольклор ансамблӗ хитре ташӑпа уҫрӗ. Илемлӗ мероприяти иртен пуҫласа кӑнтӑрла иртиччен пычӗ.
Пӗрремӗш вырӑна Нурлат районӗнчи Киклӗпуҫ ялӗнче пурӑнакан Василий Дмитриевич Абрамов выляса илчӗ.
«Халап хапха тӑрринче» литература ӑмӑртӑвӗн пӗтӗмлетӗвне тума вӑхӑт ҫитрӗ.
Пурӗ 73 хайлав йышӑнтӑмӑр. Ярса парасса ытларах та ярса панӑччӗ ӗнтӗ, анчах та хӑшӗ-пӗрисене йышӑнма май килмерӗ. Хайлавсене йышӑннӑ май ҫакӑ сисӗнчӗ — конкурс положенине чылайӑшӗ тимлӗн вуламан. Ӑмӑртун йӗрки-шывӗ тӑрӑх пирӗн пата хайлавне кӑна мар, халапне те ярса памалллаччӗ. Хӑшӗ-пӗри кун пирки манса кайнӑ. Йышӑннисен шучӗ ытла та сахалланса каясран ҫӑлкуҫне те пулин кӑтартнисене пурне те йышӑнтӑмӑр.
Йышӑннӑ хайлавсенчен 6 ушкӑн йӗркелерӗмӗр. Хӑш-пӗр ушкӑнра сӑвӑ сахал ярса панӑран вӗсене ыттисемпе пӗрлештертӗмӗр. Вырӑнсене ҫапла уйӑртӑмӑр:
* 1 вырӑн. Дарья Мидукова ҫырнӑ «Иртни...» сӑвӑ. Ҫӗмӗрле районӗ, Хутарти И.Н. Ульянов ячӗллӗ гимнази.
* 2 вырӑн. Надежда Сергеева ҫырнӑ «Пырса курӑр манӑн ялӑма» очерк. Сӗнтӗрвӑрри хули, Атӑлҫи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул.
* 2 вырӑн.
Ҫак кунсенче Лениногорск хулинчен ырӑ хыпар ҫитрӗ: пирӗн кулленхи автор Валери Туктар ҫӗнӗ кӗнеке кӑларнӑ. 80 страницӑллӑ кӑларӑм «Пӳлер кӗввисем» ятлӑ. Ҫӗнӗ кӗнекере автор тӗпрен илсен чӑвашлӑх ыйтӑвӗсене хускатать. Чӑн чӑваш чунӗ сисӗнет сӑвӑсенче. Тӑван ҫӗршыв, тавралӑх, Тутарстанри ял-хуласем сӑвӑҫшӑн темрен хаклӑ пулни сӑвӑсен ятӗнченех курӑнать: «Пӳлер, Пӳлерӗм», «Саврӑш, Саврӑш», «Эх, Сӗнчелӗм, асамлӑ та селӗм», «Лениногорск», «Пӑлхар» тата ытти те.
Кӗнекене Шупашкарти «Ҫӗнӗ Вӑхӑт» типографире пичетленӗ. «Пӳлер кӗввисем» — Аксу районӗнче ҫуралса ӳснӗ, халь Лениногорск хулинче пурӑнакан авторӑмӑрӑн черетлӗ ҫитӗнӗвӗ. Валерий Александровича ҫӗнӗ кӗнеке кӑларнӑ тата Раҫҫей Писательсен союзне кӗнӗ ятпа чӗререн саламлатпӑр. Малашне те кӗнеке хыҫҫӑн кӗнеке кӑларма вӑй-хӑват сунатпӑр.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |